Вернуться на главную страницу
Вернуться на главную страницу Просмотреть контактные данные Просмотреть карту сайта Перейти в гостевую книгу Перейти на страницу импорта новостей
ШУПАШКАР ТАТА ЧAВАШ МИТРОПОЛИЧE, ЧAВАШ МИТРОПОЛИЙEН ПУCЛAХE ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННAЙ САВВАТИЙ РАШТАВ (Христос Туррaмaр cуралнa праcник) ЯЧEПЕ ЯНA CЫРУ

 

Вырaс Чaн Тeн Чиркeвeн Шупашкар-Чaваш епархийeн священникeсене, монахсене, пeтeм eненекене

«Паллах, ку –пурте шанакан пeлсе çитме çук пысaк eç: Турa ?тлe пулса килнe..» 

(I Тим. 3:16).

 

Шупашкар-Чaваш ерапхинчи савнa тaванaмaрсем: священниксем, монахсем, Турра юратакан пeтeм халaх!

Хаклa тaванaмсем, сире пурсaра та пeтeм чун-чeререн савaнса аслa уявпа - Христос Çуралнa ятпа саламлатaп!

Христос çуралать – Aна ырa та пархатарлa eçсем туса мухтaр!

Христос т?перен çeр çине анать – Aна таса чeрепе кeтсе илeр!

Христос çeр çинче – сирeн шухaш-кaмaлaр ç?лелле çeклентeр, сирeн чeре сaваплaхшaн çунтaр!

     Пeтeм тeнче, пур халaхсем, çуралнa Туррaмaра мухтаса юрлaр! Пeтeм çынна Çaлакан Христос çуралнa!

Çак Уява кeтсе илмессерен эпир Туррaмaрaн вeçeмсeр юратaвeнчен тeлeнмеллипех тeлeнетпeр: Вaл пире, этемсене çaласшaн ?тленсе çын пулнa. Çапла этем aс-тaнe aнланайми аслa хaват пулса иртнe: Турa, Eмeртен Малтанхи Сaмах, Турa халлeнех юлса, çeр çине çын пулса килнe. Aна пин-пин Архангелсем, хисепсeр нумай Ангелсем, Херувимсемпе Серафимсем пaхaнса тaраççe (Иоанн Златоуст святителeн кaнтaрлахи кeллинчен) пулсан та, Турa Хaй пултарнисене мeнле юратнине тата вeçeмсeр  йaвашлaхне кaтартнa.

Пире Таса Евангели тeнчене пултарнa Хaватлa Турa епле чухaн çeр витере çурални çинчен каласа кaтартать. Пире çакна куç умне кaларса тaратма та йывaр.

Çак пулaмра Çaлакан çуралнин чaн тeллевe тытaнса тaрать. Христос патша пулма мар, халaхсене çeнтерсе вeсемпе хуçаланса чап-мухтав курма çуралман, Вaл «çухалнисене шыраса тупса çaлма килнe» (Лк. 19:10), «Этем Ывaлe те Хaйне пулaштарасшaн килмен, Хaй пулaшасшaн, нумайaшне çaласшaн Хaй чунне пама килнe» (Мф. 20:28).  Телейлe Августин çапла çырать: «Туррaн ?лeмхи хaвачeн тeллевe çакa пулнa: Туррaмaр Хaй Таса Хeртен çураличченех çуралнa, aс-халлa та сaваплa çынсене çaласшaн пулнa, çакa пулса иртсенех, çакaн çинчен пeлтерсенех, çавa кунтан пуçласа ку пeтeм eненекенсемшeн, шанса тaракансемшeн тата юраткансемшeн çaлaнaç пулса тaнa».

Иртнe çул пирeн епархи 75 çул тултарчe, эпир çак паллa çула чаплaн палaртрaмaр: епархи мeнле пуçланса кайнине, aна ертсе пынa архиерейсене тата вeсен eçeсене пeтeм чунтан тав туса тишкерсе аса илтeмeр, малашне тумалли eçсем çинчен канашларaмaр, пeр шухaш-кaмaлпа, пeр чeреллe пулса пурте пeрле кeлe турaмaр. Сире пурне те хастар та ырми-канми eçленeшeн тата чунтан-вартан кeлтунaшaн тепeр хут тав тaватaп. Сире атте пек чeнсе калатaп – Турра юрaхлa eçсем тума тaрaшaр, aс-хакaл тeлeшпе тимлe пулса aна пуянлатса тасалaх патне çывхарaр. 

Çитес çулта Раштав ячeпе ирттерекен пeтeмeшле пeл? вулавне Пeрремeш Петр патша çуралнaранпа 350 çул çитнине халаллаççe. Кунта eнтe калаçу тeнчепе тeн хушшинчи çыхaну пирки пулать. Российaри пeрремeш император пурнaçeпе eçe-хeлe çинчен тeпчевçeсем пeр пек мар, хирeç?ллe çыраççe. Çав тeпчев eçeсемпе паллашни пирeншeн те усaллa: унта çивeч ыйтусене тишкерсе тухса хальхи саманари Чирк?пе патшалaхпа халaх хушшинчи çыхaнусем мeнлерех пулмаллине шухaшласа пaхмалла. Чeлхесeр выльaх сырaшe çинче çуралнa Çaлакан пире килeшÿллe пурaнма чeнет.

Чыслa аттесем, хисепе тивeçлe монахсем, хаклa тaванaмсем! Тeнчене Пултаракан Eмeрхи Аслa Турa ?тленсе çын пулчe – пeтeм тeнче савaнса хeпeртет, ангелсем  аслaласа, мухтаса юрлаççe. Çак сaваплa кунсенче пирeн савaнaçа, пирeн мухтав юррине нимeн те чaрмантараймасть, эпир те пeтeм тeнчепе пeрле  çуралнa Çaлакана çапла мухтаса юрлар: «Мухтав ç?лти Турра, çeр çине канaçлaх килчe, çынсене ырaлaх çитрe!» (Лк. 2:14). ?тленсе çын пулнa Христос, тeнчене Çaлакан, сире Хaйeн тивлечeпе тeреклeлеттeр, тaшман элекeнчен х?тeлетeр, таса та ырa пурaнaçа пурaнмашкaн иксeлми ырaлaхне патaр. Сире пурсaра та архиерей пиллeхне парса çак сaваплa кунсенче хaвaра  тeл пулнa çынсене Христос Туррaмaр çуралнa ячeпе саламлама ыйтатaп.  

 Çуралнa Христоса юратсаШупшакар тата Чaваш Митрополичe,Чaваш митрополийeн пуçлaхe САВВАТИЙ
Христос çурални (Раштав)2022

ç.Шупашкар хули


ВКонтактеМой МирОдноклассники
  • О Епархии
  • Новомученики земли Чувашской
  • Правящий Архиерей
  • История Православия в Чувашии
  • История митрополии
  • Завещание великого просветителя Чувашии И.Я.Яковлева Чувашскому народу
  • Библия на чувашском языке
  • Центр подготовки церковных специалистов
  • Сектор заочного обучения
  • Образовательные стандарты
  • Отделы
  • Епархиальный отдел по религиозному образованию и катехизации
  • Епархиальный отдел по делам молодежи
  • Епархиальный миссионерский отдел
  • Епархиальный отдел по церковной благотворительности и социальному служению
  • Епархиальный отдел по тюремному служению
  • Епархиальный отдел по взаимодействию с вооруженными силами и правоохранительными учреждениями
  • Епархиальный отдел по взаимоотношениям Церкви и общества
  • Комиссия по канонизации святых Чувашской митрополии
  • Храмы
  • Монастыри
  • Новости
  • Архиерейское служение
  • Публикации
  • Анонсы
  • СМИ
  • Телевизионные и радио программы
  • Газеты, журналы
  • Журнал "Бог и человек. Вестник Чувашской митрополии"
  • Персоналии
  • САВВАТИЙ, митрополит Чебоксарский и Чувашский, глава Чувашской митрополии
  • СТЕФАН епископ Канашский и Беловолжский
  • Секретарь Епархиального Управления
  • Фотогалерея
  • Видеогалерея
  • Гостевая книга
  • Контакты и реквизиты
  •