ШУПАШКАР ТАТА ЧAВАШ МИТРОПОЛИЧE, ЧAВАШ МИТРОПОЛИЙEН ПУÇЛAХE ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННAЙ САВВАТИЙ ПАСХА ЯЧEПЕ ЯНA ÇЫРУ
Вырaс Чaн Тeн Чиркмвeн Шупашкарпа -Чaваш епархийeн священникeсене, монахсене, пeтeм eненекенсене
паянхи кун Хaй вилeмeпе
вилeм вырaнне çeнтернe; чeрeлсе
тaрса, Турaлaхин çуттипе пурне те
çутатаса янa
(Пасха канонeн 4-мeш юррaн тропарe).
Турра савакан тaванaмсем, Шупашкарпа-Чaваш епархинчи священниксем, монахсем тата чaн тeне тытса тaракан тaванaмсем! Христос çуталса Чeрeлсе тaнa Аслa та тeнчене çaлакан праçник ячeпе чун-чeререн саламланине йышaнса илeр. Сире калама çук савaнaçпа ырa кaмaлтан хисеплесе сывлaх сунатaп тата юратса хeпeртесе кашкaрса калатaп: «Христос Чeрeлнe!» Турa пулaшнипе эпир Хeрeх кун тытакан Аслa Типe вeсeт?нче çаланаç кeрекен йeркесене тимл? тума тарашрамар, хурлахл? Асап Эрни витeр тухрaмaр, халe eнтe нумайччен кeтнe ытарайми М?нкун савaнaçне кeтсе илетпeр.
Чиркÿре илемлe те чаплa мункун кeллисен сaмахeсенче Христос Чeрeлсе тaнa самантaн тарaн пелтерeшне йeркипе тата уççaн aнлантарса параççe. Таса пурнaçлa святой Иоанн Дамаскин ытти нумай святой аттесем пек чиркÿ вeрентeвeнче Христос Чeрeлсе тaнa пeлтерeшне Мункун канонeн 8-мeш юрa тропарeнче темиçе хутчен те тeплeн уçса парать «вилeм патшалaхне пeтeмпех çeнтернe». Малтанхи этем çылaха кeнe хыççaн пур çыннaн та пурнaçe вилeмпе вeçленет. Псалом çыракан таса пурнaçлa Давид патша та çeр çинче пурaнакан çыннaн пурнaç виçи çинчен шухaшласа пaхса псалом сaмахeсенче çапла çырать: «эпир пурaнас кун-çул çитмeл çул, вaйлa çын пулсан сакaрвунa çул, вeсен лайaх вaхaчe те eçпе чир анчах, вeсем те часах иртеççe». Çапах та паянтан Христос ячeпе вилекенсемшeн, вилeм вырaнe пeлме çук тeттeм пушa вырaн мар, çeнeрен çуралса eмeр пeтми пурнaçа куçни, çак пурнaçа Христос Чeрeлсе тaни уçса парать. Апостол çырать: «Адам урлa пурте вилнe пек, Христос урлa пурте чeрeлсе тaрeç» (Кор. 1-мeш. 15:22). Вилeмрен Çaлакан Христос Хaйeн вилeмeпе хaй аллинче этем aруне тытса тaракан вилeм патшалaхне пeтернe, çакна мункун тропарeнче илтме пулать: «Христос вилeмeнчен чeрeлнe, вилeмeпе вилeме çeнтерсе, вилнисене чeрeлeх панa», тепeр кeлeри юрa çавнах тeплeрех уçса парать: «Христос вилeме вeлерсе чeрeлсе тaчe» (Мункунри ипакои). Çак праçникри кeлeри юрaсем сaмах çаврaнaшeсенeн илмeшeн мар, пурне те тума пултаракан Иисус Христос Турa вилeмрен чeрeлсе тaрса вилeм патшалaхне чaн чaнах салатса пaрахнине çирeплетсе кaтартаççe.
Çак Христосaн Таса Пасха кунeсенчи савaнaçа пиртен никам та туртса илеймест,aна нимeнпе те танлаштарма май çук, эпир пeтeм çeр çинчи чaн тeне тытса тaракан халaхпа пeрле мункун савaнaçeпе хeпeртесе тaратпaр. Çак савaнaç икe пин çул каялла апостолсене Христос чeрeлсе тaрса пурне те çaлaни çинчен вeрентсе çуреме вaй-хaват панa. Асап курса вилнe святойсемшeн Иисус Христос Туррaмaр тупaкран чeрeлсе тaрса савaнaç кÿни хaваланине, асапсем тата тeрлe йывaрлaхсем тÿссе Христос чaн-чaнах чeрeлсе тaнине кaтартма пулaшса тaнa. Çeр çинче пулса иртекен чылай eçсемпе пулaмсем çак Аслa Мункун çуттинче çeнeлле курaнаççe. Малашне вилeм пурнaç вeçe мар, ку тeнчерен eмeрлeх пурнaçа куçни, хaрушлaх çирeп шанaçпа улшaнать, паян кунхи тeрлe йывaрлaхсем, пире çaлассишeн асап курса вилнe аслa хaват умeнче çухалаççe. Христос тeнне тытса тaракансемшeн Христос Чeрeлни чaн тeн никeсe пулса тaрать: «Христос чeрeлсе тaман пулсан, эсир eненни усaсaсaр пулать…Христос вилeмрен чeрeлсе тaнa, Вaл вилeмрен чeрeлсе тaма пуçласа панa.» (Кор 1. 15: 17, 20). Христос Чeрeлнине eненсе тaни пире тeреклeлентереть, тeрлe хуйхa – суйха çaмaллатать, Григорий Нисский çапла калать: «çак савaнaçлa праçникре хaйне канaçлaх тупман пeр хуйхaллa çын та çук». Çавaнпа та сире пурне те, Христос тeнне тытса тaракансене, паянхи кун нимeнпе танлаштарма çук Мункун уявeпе савaнса, çак ырa кунсенче aшри кирлe мар туйaмсене, хуйхaрнине, хурланнине, чун çуннине пурне те сирсе яма сeнетeп.
Пирeн таса чиркÿ, Турa сaмахне вeрентекен архиерей пулнa Иоанн Златоуст каланa тaрaх, пурне те, никама хaвармасaр, çак таса та çутa праçникпе савaнма чeнет: «Пурсaмaр та энтe хамaрaн Туррaмaрaн савaнaçeпе савaнар». Анчах та çак савaнaç, ÿркенсе пурaнма чeнмест, ырa eçсем туса, çынна хeрхенсе, тaвансене юратса савaнса пурaнма сeнет. Паянхи кун пирeн патшалaх, Украина çeрe çинчи пaтaрмахлa лару-тaрaва пула çaмaл мар пaшaрхануллa вaхатра пурaнать. Йывaр самана пулсан та Мункун савaнaçне çухатмалла мар, пирeн сывлaш хaвачe чакса ан сÿнтeр тесе хамaр йeри-тавра пурaнакан тaванaмaрсемне çак савaнaçпа хавхалантармалла. Паянхи кун нумай çынна - хисеплe паттaр салтаксене, çапaçу пыракан вырaнсенчен тарса килнe çынсене, вaрça хирeнче пуç хунa салтаксен тaванeсене – тeн енчен те пурлaх енчен те пулaшу кирлe. Çавaнпа пурне те чeнсе калатaп, мeн чухлe вaй çитнe таран, пурне те пулaшма тaрaшaр. Тeнчере чух хaвaр çывaх тaванaрсене юратaр, вaл сирeн ырa eçeрсенче курaнса тaрe. Çавaн пекех телейсeррисене, çука юлнисене тата шанaç çухатнисене, Тeнчене Çaлакан Христос чeрeлнипе пулнa савaнaçа aшa чeререн парнене кÿрeр.
Хисеплe священниксем, Турра юратакан монахсем, хакла таванамарсем! Сире пурсара та Манкун уявaн Ыра Хыпарне пелтеретеп: «Христос черелне!». Сиреншен ыра камалла Туррама келтаватап: «Уявсен уявмн савaнaçе, саванаçсен саванаçе» çак савапла кунсенче çеç мар, çитес Манкун киличченех сиренпе перле пултар. Черелсе тене Христос сире петем пуранаç çул? çинче канаçлах, ыралах парса, пулашса татар. Унчченхи пекех, сире хавара тел пулна çынсене кирек кама та – Турра ененекен çын- и вал, Христос тивлечен çутти тивмен çын-и, Евангели верентевен ченлехне туллин анланайман çын-и – пурне те ман ятaмран архиерей пиллехне çитерсе Манкун çитн? ятпа саламлaр.
Шупашкар тата Чaваш митрополичe,
Чaваш митрополийeн пуçлaхe
САВВАТИЙ.
Мaнкун, 2023 ç.
Шупашкар