Вернуться на главную страницу
Вернуться на главную страницу Просмотреть контактные данные Просмотреть карту сайта Перейти в гостевую книгу Перейти на страницу импорта новостей
ШУПАШКАР ТАТА ЧAВАШ МИТРОПОЛИЧE, ЧAВАШ МИТРОПОЛИЙEН ПУCЛAХE ВЫСОКОПРЕОСВЯЩЕННAЙ САВВАТИЙ ХРИСТОС ТУРA ЧEРEЛСЕ ТAНA ПРАCНИК ЯЧEПЕ ЯНA CЫРУ

Вырaс Чaн Тeн Чиркeвeн Шупашкар-Чaваш епархийeн священникeсене, монахсене, пeтeм чaн тeне тытса тaракансене

 

«…Пасха! Паян Пасха!

Савaнса пeр-пeрне ыталар!..»

(Пасхaн стихири)

Шупашкарпа Чaваш епархийeнчи савнa тaванaмaрсем – священниксем, монахсем, Турра юратакан пeтeм халaх!

 

Сире пурсaра та тулли савaнaçлa чун-чeремрен Пасха уявeн çeнтер?ллe те мухтавлa сaмахeсемпе саламлатaп – Христос чeрeлнe!

Акa eнтe хeрeх кун тaсaлнa Аслa типe вaхaчe иртсе кайрe. Аслa типe вaл – тeне çирeп тытса уяни, кeл туни, аслa ырaлaхлa Турaран «пире таса шухaш, йaвашлaх, т?сeмлeх тата çынна юратас кaмaл пар» тесе йaлaнни (таса пурaнaçлa Ефрем Сирин кeлли). Паллах eнтe, типe вeçленни Христос тeнне тытса тaракансене малашне те Турра юрaхлa тaвас eçсем вeçленнине пeлтермест. Паянхи кун аслa уяв – «уявсенeн уявe, савaнaçсенeн савaнaçe», Таса Пасха – çитрe. Aна пeтeм тeнче мухтаса аслaлать, мухтав юррисенче виçесeр савaнaç янaрать.

Тaвансем, эпир те савaнар! Христос Туррaмaр чeрeлсе тaрсан мирa илсе пынa хeрарaмсене: «Савaнaр!» тенe (Мф. 28:9). Турa Ангелe те таса Хeр Марийaна: «Эй Таса Хeр, савaн! Тата савaн! Тетeп, Ывaлу чeрeлсе тaчe!..» тенe (Пасха канонeнчи 9-мeш юрa). Чaнах та, нимeнле хурлaх та, шанчaка çухатса кулянни те, хaрани те пулмалла мар паян – «…Христос чeрeлсе тaчe, eмeрлeх савaнaç килчe». Тaнлар-ха çак сaмахсене, Христос мухтавлaн чeрeлсе тaнaшaн хeпeртесе савaнар, ырa, çутa савaнaçпа савaнса киленер! Çакaн пек савaнaç шaв-шавлa та хeвeш?ллe пурaнaçри пeтeм йывaрлaха, пeтeм чaрмава сирсе ярать. Христос чeрeлсе тaни – ахаль хaват мар, вaл – вилeме çeнтерни, тамaк тыткaнлaхне аркатни: эпир «вилeм пeтнине, тамaка аркатнине, çeнeрен пуçланнa пурaнaçа уявлатпaр».

Çак çутa та аслa eç пулни нумай eмeр иртнe, анчах этемшeн Христос чeрeлсе тaнa кунран савaнaçли çук. Турa çинчен вeрентекен святитель Григорий Богослов çапла каланa: «Хeвел çaлтaрсенчен мeн чухлe чаплaрах, ку уява та нимeнле уявпа та танлаштарма май çук, этем уявсeсемпе çeр çинчи уявсем çеç мар, Христоса халалланa уявсен хушшинче те çак уяв – пуринчен те асли». Пасха – тeнче уявe, уяв кeллинче «Христос чeрeлсе тaнa кун, эй çынсем,çутaлар» теекен сaмахсемпе килeш?ллeн, эпир пурсaмaр та вилeме Çeнтерекене пeтeм чунтан-вартан мухтаса, Мaнкун юррисем юрлар: «Паян пeтeм тeнче çутaлса кайрe: пeлeчe те, çeрe те, çeр тeпe те çутaлчe! Христос чeрeлсе тaнaшaн мeнпур чeрe чун та праçник тутaр!..»

Христос чeрeлсе тaнине çeр çинчисем анчах мар, ç?лти ангелсем те уявлаççe: «Пeлeт çинчисем тивeçлипе хeпeртенччeр, çeр çинчисем савaнччaр…» Çак савaнaç вaхaта та пaхaнмасть, вaл вaхaтлaх уявсем пек тeксeмленмест те , Христос Туррaмaр пире : «Эпe тeнче пeтичченех куллен сирeнпе пeрле пулaп» тесе сaмах панa (Мф.28:20).

Христос Турa чeрeлсе тaни-Христос тeнeнче тeп вырaн йышaнса тaрать. Павел апостол Коринф çыннисем патне янa Çырaвeнче çапла çырать: «Хрисос чeрeлсе тaман пулсассaн, эпир вeрентни те харама каять, эсир eненни те харам пулать» (I Кор. 15:14). Эпир вара, чaннине пeлсе, eненсе, пeр чeлхеллe, пeр чeреллe пулса çапла калатпaр: Христос чeрeлнe! Чaн чaнах чeрeлнe! Чeрeлсе тaнa Çaлакан пирeн тaшмана пeтернисeр пуçне, пeтeм тeнчене çaлaнaç к?нe, вилeме пaрахaçланa, пирeн валли унччен хупaнса тaнa рай алaкне уçнa. Христос чeрeлсе тaни- эпир чeрeлсе тaрассине пeлтерет: «Христос вилeмрен чeрeлсе тaнa, Вaл вилeмрен чeрeлсе тaма пуçласа панa… Адам урлa пурте вилнe пек, Христос урлa пурте чeрeлсе тaрeç» (I Кор. 15:20, 22).

Этем aсe Турa Хaй пултарнине мeнле юратнине пeтeмпех aнланма та пултараймасть: «Турa тeнчене пит юратнa: Хaйeн пeртен-пeр Ывaлне те панa. Aна eненекенсем пeри те ан пeтчeр, eмeрлeх пурaнaçлa пулччaр, тенe» (Ин. 3:16). Турa Ывaлe çак тeнчене пирeншeн, кашни çыншaн «çухалнисене шыраса тупса çaлма килнe» (Мф. 18:11). Вaл Хaйне асаплантарнине, мaшкaлланине, суранлатса пeтернине т?снe, çавах та Хaй мeн пултарнине юратма пaрахман. Вaл çапла пурне те каçарса юратни пире те пeтeм çынна юратма вeрентет: çынсене лайaххисемпе начаррисем çине, хамaрaннисемпе юттисем çине пайламасaр, хамaра курайманнисене те, усал сунакансене те юратма вeрентет. Христос тeнне тытса тaракансен юратaвeн вeçe хeрри çук, ку – тулли, таса юрату. Христос Туррaмaр пире çавaн пек пулма чeнет: «Хaвaр тaшманaрсене юратaр, хaвaра ылханакансене ырa сунaр, хaвaра кураймансене ырaлaх тaвaр, хaвaра хур тaвакансемшeн те, хeсeрлекенсемшeн те кeлтaвaр» (Мф. 5:44).

Христос чeрeлсе тaни çинчен илтнe святой аспостолсемпе миро илсе пынa хeрарaмсенчен тeслeх илсе, Çaлаканaн шанчaклa вeренекенeсем пек пулса Мaнкун савaнaçне пурин патне те – çывaххисемпе аякрисем патне те, тaвансемпе палламан çынсем патне те – çитерме тaрaшaр. Çак савaнaçа сaмахпа çеç мар, eçпе те кaтартса – пулaшу кирлисене пулaшар. Христианла уça кaмaллa та ырa чeреллe пулaр. Хaш чухне пулaшма нумаях та кирлe мар: aшa сaмах, хисеплесе ырa сунни те теме тaрать. Христос Туррaмaр сaмахне асра тытар, Вaл: «Эсир Манaн вeренекенeмсем иккенне пурте эсир пeр-пeрне юратнинчен пeлeç» тенe.

Çакaн пек юрату ырa сaмахсенче çеç мар, кулленхи пурнaçра та курaнса тaмалла, Евангели вeрентнe пек пурaнакан христиансен пурaнaçe çакaн пек пулмалла: туслaхра сутaнчaклaх ан пултaр, арлa-арaмлa пурaнaç ултавсaр пултaр, тeрeслeхре услам шырамaпaр, т?рeлeхре икeпитлe ан пулар. Хамaрaн пурaнaçна т?рлетес, таса чун-чeреллe пурaнас тесе Иисус Христос Туррaмaр кaтартнa çaлaнaç çулe çине тaрас тесессeн, ку – нихaçан та кая мар.

Чыслa аттесем, монахсем, хаклa тaванaмaрсем! Аслa çутaпа çуталнa çак Мaнкун каçeнче пирeн чeрене нимeн те ан салхуллаттaр, таса чирк?сенче эпир «виççeмeш кунне тупaкран чeрeлсе тухнa Чeрeлeх паракан Христоса» савaнaçлaн кeтсе илер. Мaнкун савaнaçe тaшманла тaракансене мирлештертeр, курайманлaха, тaшманлaха çынсем хушшинчи ытти киревсeрлeхе пeтертeр, халлeхе çaлaнaç çулe çине тaрайманнисенне çутта кaлартaр, хальтерех тeне кeнисене тeреклeх патaр, хамaр ятшaн мар, Тeнчене Çaлакан чeрeлсе тaнaшaн ырa eçсем тумашкaн пире пурне те пeрлештертeр.

 

Вилeмрен чeрeлсе тaнa Христос Турa юратaвeпе

 

Шупашкар тата Чaваш митрополичe Савватий.

Мaнкун, 2021

Шупашкар хули.

TwitterGoogle BuzzFriendFeedFacebookВКонтактеМой МирLiveJournalDeliciousGoogleОдноклассники
  • О Епархии
  • Новомученики земли Чувашской
  • Правящий Архиерей
  • История Православия в Чувашии
  • История митрополии
  • Завещание великого просветителя Чувашии И.Я.Яковлева Чувашскому народу
  • Библия на чувашском языке
  • Центр подготовки церковных специалистов
  • Сектор заочного обучения
  • Образовательные стандарты
  • Отделы
  • Епархиальный отдел по религиозному образованию и катехизации
  • Епархиальный отдел по делам молодежи
  • Епархиальный миссионерский отдел
  • Епархиальный отдел по церковной благотворительности и социальному служению
  • Епархиальный отдел по тюремному служению
  • Епархиальный отдел по взаимодействию с вооруженными силами и правоохранительными учреждениями
  • Епархиальный отдел по взаимоотношениям Церкви и общества
  • Комиссия по канонизации святых Чувашской митрополии
  • Храмы
  • Монастыри
  • Новости
  • Архиерейское служение
  • Публикации
  • Анонсы
  • СМИ
  • Телевизионные и радио программы
  • Газеты, журналы
  • Журнал "Бог и человек. Вестник Чувашской митрополии"
  • Персоналии
  • САВВАТИЙ, митрополит Чебоксарский и Чувашский, глава Чувашской митрополии
  • СТЕФАН епископ Канашский и Янтиковский
  • ФЕОДОР епископ Алатырский и Порецкий
  • Секретарь Епархиального Управления
  • Фотогалерея
  • Видеогалерея
  • Гостевая книга
  • Контакты и реквизиты
  •