
2022 çул - паллã çынсен çулталãкне тãсса, паян, нарãс уйãхeн 18-мeшeнче Паваркаси ял вулавãшeнче Чурачãкра тата Ямаш чиркусенче eçлекен Александр Сидоров ( Александр атте) протоиерей священник хãнара 3, 4, 8, 9, класс ачисемпе çавра сeтeл умeнче «Александр аттене ырã сунатпãр» тeлпулу каçe иртрe.
Александр атте священникре вãтãр çул ытла eçлет. Çирeм çул ытла тeлeнмелле хãватсем тãвакан Николай святоя асãнса Канаш хулинче лартнã чиркÿре вãй хунã, сãваплãхeпе, çынсемпе пeлсе eçленипе православи тeнне eненекенсем хушшинче лайãх ят çeнсе илнe. Александр атте ачасене Турã çинчен каласа пани çав тери килeшрe. Харпãр-хãйне мeнле тытмаллине, тирпейлeхе, çынпа яланах кãмãллã пулмаллине тeплeн каласа пачe, тeрлe ыйтусене хуравларe. Çавãнпекех ял вулавãшeнче кенеке выставки йeркеленe «Турра eненсе те шанса».
Ачасем Александр пачãшка килсе кайнипе çав тери кãмãллã юлчeç. Юлашкинчен: «Турã сыхлатãр сире, Турãпа пeрле çÿрeр» - тесе пил парса хãварчe.